Ют кайӑка усрама
Пирӗн улӑх ытла мар,
Хӑш ҫӗртен вӗҫсе килтӗр
Унталлах кайса пӗтӗр.
Ют йӑлана юрама —
Хамӑр йӑла начар мар.
Хӑш ҫӗртен ютсем килтӗр —
Унталлах кайса пӗтӗр.
Хамӑр ҫӗр хамӑр асра,
Мӗншӗн парас тӑшмана?
Турӑ панӑ ҫӗршывра
Хамӑр ларар хуҫара!
Атте-анне сӑмахне,
Аслаттейсен чӗлхипе
Тутарсемшӗн манас мар,
Хыт чӗреллӗ пулас мар.
Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.
Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать